Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Атте-анне чӗлхипе (Эмине)

Ют кайӑка усрама
Пирӗн улӑх ытла мар,
Хӑш ҫӗртен вӗҫсе килтӗр
Унталлах кайса пӗтӗр.

Ют йӑлана юрама —
Хамӑр йӑла начар мар.
Хӑш ҫӗртен ютсем килтӗр —
Унталлах кайса пӗтӗр.

Хамӑр ҫӗр хамӑр асра,
Мӗншӗн парас тӑшмана?
Турӑ панӑ ҫӗршывра
Хамӑр ларар хуҫара!

Атте-анне сӑмахне,
Аслаттейсен чӗлхипе
Тутарсемшӗн манас мар,
Хыт чӗреллӗ пулас мар.

Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-18 23:27:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2871 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем